Ӗнер, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Муркашри тӗп пульницӑра 26 ҫулти тухтӑрӑн виллине тупнӑ. Официаллӑ мар ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑкскер Муркашри пульницӑна «Земство тухтӑрӗ» программӑпа ӗҫлеме килнӗ.
Каччӑ реаниматолог анестезиолог пулса ӗҫленӗ. Официаллӑ информаци пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑр ҫӗрле дежурствӑра пулнӑ. Каҫхи 11 сехетре тӗрӗслев хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн пӳлӗмне кайнӑ. Хайхискер ирхине унтан тухманран алӑка ҫӗмӗрсе кӗнӗ.
26-ри тухтӑрӑн вилли урайӗнче выртнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑкскер хӑйӗн хӑсӑкӗпе чыхӑнса вилнӗ. Чӑнах та ҫапла-и? Ҫакӑ судпа медицина экспертизи тунӑ хыҫҫӑн паллӑ пулӗ. Халӗ следстви умӗнчченхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче фашистсене ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ май Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗнче те тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Хальхинче вара апашсем Муркаш тӑрӑхӗнчи Анаткас Апаш ялӗнче пулнӑ.
Хӑнасем пушӑ алӑпа пыман. Апашри халӑх театрӗ постановка илсе пынӑ. Муркаш районӗнчи Анаткас Апаш ялне те ахальтен суйламан вӗсем. Унта Шупашкар районӗн хисеплӗ гражданинӗ В.И.Смородинов ҫуралса ӳснӗ.
Муркашсем Апашран килнӗ хӑнасен постановкине ӑшшӑн йышӑннӑ. Апашсем В.Кирилловӑн «Ҫулсем иртсен, кунсем юлсан» спектакльне лартнӑ.
Анаткас Апаш ҫыннисем хӑнасене чылайччен алӑ ҫупнӑ, тав тунӑ. Муркашсем апашсене концертпа пыма шантарнӑ. Ҫапла майпа икӗ ял хушшинчи туслӑх кӗперӗ ҫулран-ҫул ҫирӗпленет.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енри организацисенчен 509 ҫынна ӗҫрен хӑтарнӑ. Тулли мар ӗҫ кунӗпе 5357 ҫын ӗҫлет. Кунсӑр пуҫне 15 предприятирен 448 ҫынна ӗҫрен хӑтарма палӑртаҫҫӗ-мӗн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх инспекцийӗ пӗлтернӗ.
Муркаш районӗнчи «Ударник» унитарлӑ предприятире пуринчен ытла йыш чакарма палӑртнӑ. Унта 138 ҫын ӗҫсӗр тӑрса юлма пултарать. Ҫакӑ унта конкурс управленийӗ туса хунипе, тепӗр майлӑ каласан, «Ударникри» кӑткӑс лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ. Ӗҫлекенсен шутне чакарма шухӑшлакан предприятисем хушшинче ҫавӑн пекех — Шупашкарти «Коммунальные технологии» тулли мар яваплӑ общество. Асӑннӑ предприяти тӑкаксене чакарассишӗн 81 ҫынна ӗҫрен кӑларма яма шухӑшлать-мӗн. Пушара хирӗҫ кӗрешекен федераци службин техника службин отрядне пӗтернӗ хыҫҫӑн унти 40 ҫыннӑн ҫӗнӗ вырӑн шырама тивӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри тытӑмӗнче штата чакарнӑ май 27 ҫын ӗҫсӗр юлмалла. Йӗпреҫ районӗнчи Калинин ячӗллӗ ял хуҫалӑх кооперативне пӗтернӗ май унта тӑрӑшнӑ 23 ҫыннӑн ыранхи кун пирки пуҫа ыраттарма тивӗ.
Муркаш районӗнчи Юнкӑ ял тӑрӑхӗнче вешенка ӳстереҫҫӗ. Ӑна пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче кӑна уҫнӑ. Кӑмпа ӳстерекен тулли мар яваплӑ общество кӗске вӑхӑтрах аталанса кайма пултарнӑ.
Нумаях пулмасть унта Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ҫитсе курнӑ.
Предприяти пуҫлӑхӗ вешенкӑна ӳстерме йывӑр маррине пӗлтернӗ. Хальхи цеха ҫӳллӗ шайри технологиллӗ оборудованипе тивӗҫтернӗ. Кӑмпа улӑм тултарнӑ михӗре ӳсет. Улӑмне Удмурт Республикинчен туянаҫҫӗ иккен. Ҫимӗҫе Мускава ӑсатаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне хамӑр тӑрӑхри кану ҫурчӗсемпе те «пӗр чӗлхе тупнӑ» та, унта та сутаҫҫӗ. Продукци кайнине кура производство калӑпӑшне тата ӳстермелле — тепӗр ангарта та кӑмпа ӳстерме тытӑнасшӑн.
Вешенка экологи тӗлӗшӗнчен таса шутланать. Ӑна тӑварлама, маринадлама, ӑшалама пулать.
Сӑнсем (10)
Кӑҫал ҫуркунне ир пуласси пирки ватӑсем хӗллех сӑмахларӗҫ-ха. Вӗсен сӑмахне ӗненмӗн-и? Чӑнах та, пӗр килчӗ.
Ҫавна май республикӑри районсем те ҫуракине маларах тухма тытӑнаҫҫӗ. Патӑрьел районӗнчи хӑш-пӗр хуҫалӑхра ав ҫӗре апатлантарма тухнӑ.
ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов Муркаш районӗнче ҫуракине мӗнле хатӗрленнине хӑй вырӑна тухса тӗрӗсленӗ. Районта акмалли лаптӑк — 25 пин ытла гектар. Кӗрхисем — 6 пин гектара яхӑн. Ҫурхисем валли 12 пин гектар лаптӑк уйӑрнӑ.
«Герой» хуҫалӑхра 30 тонна элита вӑрри туяннӑ. Кунта тулӑсӑр пуҫне урпа, сӗлӗ акма, ҫӗрулми, пахча ҫимӗҫ лартма палӑртнӑ. Ҫурхи ӗҫсене пурнӑҫламашкӑн хуҫалӑх кӗске вӑхӑтлӑха кредит илесшӗн. Малашне вӗсем машинӑпа трактор паркне лизинг витӗр ҫӗнетесшӗн.
Кӑҫал республикӑра вӑрлӑх хатӗрлессине пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Сергей Павлов кредит илес текенсем нумайланнине те палӑртнӑ.
Ҫанталӑк саккунӗнчен иртеймӗн. Кӑҫал ҫуракине, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 10 кун маларах тухаҫҫӗ.
Муркаш районӗнчи Кӑпас ялӗнче пурӑнакан Зинаида Егоровнӑпа Василий Федотович Ягуновсем нумаях пулмасть 50 ҫул пӗрле пурӑннине уявланӑ. Маттур ҫемье ку. Ҫыннӑн хӑйӗн ӗмӗрӗнче пӗр йывӑҫ та пулин лартмалла теҫҫӗ. Ягуновсем ҫакна 100 хут тунӑ пулӗ. Халӗ Юнкӑналла тӑсӑлӑкан ҫул хӗрринчи йывӑҫ-тӗм иртен-ҫӳрен куҫне савӑнтарть.
Юбилярсене Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев, ытти тӳре-шара саламланӑ. Мӑшӑр каллех ЗАГСра хут ҫине алӑ пуснӑ. Хальхинче — юбилярсен альбомне.
Зинаида Егоровна ҫамрӑк чухне ҫерем уҫнӑ ҫӗрте 2 ҫул тӑрӑшнӑ. Унтан киле таврӑнсан шкула тирпейлӳҫӗне вырнаҫнӑ. Унӑн юлташ хӗр те шкулта ӗҫленӗ. Пӗррехинче юлташӗ патне пиччӗшӗ килнӗ. Вӑл — Зинаида Егоровнӑн шӑпи, Василий Федотович пулнӑ.
Мӑшӑр вӑхӑт пур чухне ҫырма-ҫатрана, ҫул хӗррисене йывӑҫ-тӗм лартнӑ, вӗсене хӑйсемех пӑхса тӑнӑ. Акӑ ҫуркунне ҫитрӗ. Юр ирӗлсе пӗтсен, тавралӑх чӗрӗлме тытӑнсан Ягуновсем каллех хӑйсен юратнӑ ӗҫӗпе аппаланма тытӑнӗҫ. Кӑпас тӑрӑхӗнче ҫӗнӗ хунавсем ешӗрме пуҫлӗҫ.
Юлашки вӑхӑтра республикӑра урнӑ чир пирки шавлаҫҫӗ. Чылай тӑрӑхра урнӑ тилӗ ҫынна, килти чӗрчунсене тапӑнать. Ҫавна май Михаил Игнатьев Элтепер Чӑваш Республикинче нарӑсӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 16-мӗшӗччен тилӗсемпе кашкӑрсене персе вӗлерме ирӗк пани пирки те пӗлтернӗччӗ.
Ҫак кунсенче Муркаш, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче чӗрчунсем урнӑ чирпе чирленине тупса палӑртнӑ. Унти хӑш-пӗр ялта карантин пулнине пӗлтернӗ. Ҫакӑн пирки ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев нарӑсан 25-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Документпа килӗшӳллӗн Етӗрне районӗнчи Тури Пӑрнаш тата Элешкушкӑнь ялӗсенче, Шупашкар районӗнчи Вӑрӑмту ялӗнче, Муркаш районӗнчи Милютакассинче карантин пулнине палӑртнӑ. Ҫакна урнӑ чире пӗтерес тӗллевпе тунӑ. Ҫав вырӑнсенче йытӑсемпе кушаксен куравне йӗркелеме, тискер чӗрчунсене тытма юрамасть.
Нарӑсӑн вӗҫӗнче Чӑваш наци музейӗнче вӑрман олимпиади иртнӗ. Унта 20 ача хутшӑннӑ: Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Етӗрне, Ҫӗмерле районӗсенчен.
Олимпиада икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Унта хутшӑнакансем вӑрман сӑтӑрҫисене уйӑрма вӗреннӗ, кӑмпасене, ӳсентӑрана, чӗрчунсене, пулӑсене палланӑ.
Ачасен ӗҫӗсене жюри хакланӑ. Вӗсен йышӗнче ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин, Чӑваш наци музейӗн, «Эткер» центрӑн, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ.
Кӑҫал республика олимпиадинче Муркаш районӗнчи Юнкӑ шкулӗнче вӗренекен Инесса Шандимирова ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар шкулӗн вӗренекенӗ тата Куславкка районӗнчи Тӗрлемес шкулӗнче ӑс пухакан Татьяна Шустова тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнче Хутар шкулӗнчи Наталья Романова тата Муркаш районӗнчи Юнкӑ шкулӗнчи Анастасия Романова пайланӑ.
Сӑнсем (9)
Ӗҫсӗрлӗх ыйтӑвӗ кашни ҫулах ҫивӗч пулнӑ темелле. Уйрӑмах — ялсенче. Унти вӑйпитти арҫынсем ҫакна пулах ют хулана куҫ хываҫҫӗ, пысӑк укҫа ӗҫлесе илме тухса каяҫҫӗ. Ӗҫ вырӑнӗ сӗнмеҫҫӗ мар-ха, анчах чылайӑшне шалӑвӗ тивӗҫтермест ахӑр. Кӑҫал ӗҫсӗрлӗх ыйтӑвӗ еплерех?
Чӑваш Енре кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне ӗҫсӗрлӗх 0,75 процентпа танлашнӑ. Пӗтӗмпе 5108 ҫынна шута илнӗ.
Кун пирки халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх служби пӗлтерет. Унӑн официаллӑ сайтӗнче кӑтартнӑ тӑрӑх, 4052 ҫын тулли мар ӗҫ кунӗпе тӑрӑшать.
Пӗтӗмпе республикӑра 13909 ӗҫ вырӑнӗ сӗнеҫҫӗ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен 1851 ҫын ваканси пурри пирки пӗлтернӗ.
Официаллӑ информаци тӑрӑх, ӗҫсӗрлӗх кӑтартӑвӗ Муркаш районӗнче пӗчӗк — 0,28%. Унтан списока Вӑрмар тата Ҫӗрпӳ районӗсем тӑснӑ. Унта ку кӑтарту 0,29 процентпа танлашнӑ. Етӗрне, Куславкка районӗсенче — 0,37%, Ҫӗмӗрле районӗнче — 0,48%.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ветерансен канашӗ ӗнер, нарӑсӑн 27-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчен илнӗ Астӑвӑм альбомне тултарса Муркаш район элчисене парса ячӗ.
«Эстафета памяти поколений» (чӑв. Ӑрусен астӑвӑмӗн эстафети) эстафетӑра республикӑри пур ветеран организацийӗ те хутшӑнать. Кашни район альбомра хӑйӗн геройӗсем ҫинчен хушса ҫырать. 2015 ҫулта кунти материалсене пухса Астӑвӑм кӗнеки пичетлесе кӑларма шутлаҫҫӗ.
Республикӑри ветерансен канашӗн председателӗ Анатолия Пукки, конкурс ертӳҫи Анатолий Филиппов, конкурс комисси пайташӗ Галина Персидская, Муркаш районӗпе Шупашкар район элчисем тӗлпулура хастар пулчӗҫ. Районти ветерансен ертӳҫи Галина Тимакова пухӑннисене общество ертсе пынипе туса ирттернӗ ӗҫсемпе паллаштарчӗ. Анатолий Пукки эстафета тӗллевӗсем пирки каласа кӑтартрӗ, Енкӗлт ялӗнчи Сергей Баринов ертсе пыракан ветерансен организацине республикӑра ҫӗнтерӗве халалласа ирттернӗ смотр-конкурс лауреатне чысларӗ.
Районта вырӑс чӗлхипе «Мое село (моя деревня) в годы Великой Отечественной войны» (чӑв. Ман ял Тӑван Ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче) сочиненисен конкурсӗ ирттернӗ, унта пурӗ 29 ӗҫ тӑратнӑ, саккӑрӑшӗ ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |